Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Сывлӑх
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.

«Мерседес» машинӑпа ҫула тухнӑ водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ. Унсӑр пуҫне салонта ларса пынӑ тепӗр ҫынна, 26 ҫулти каччӑна, больницӑна ӑсатнӑ. Анчах вӑл паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

«Мерседес» рулӗ умӗнче пулнӑ 26 ҫулти ҫамрӑк водитель правине 2023 ҫулта илнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшменрен кӗҫех вӑл водитель прависӗр тӑрса юлнӑ. Удостоверение пӗлтӗрхи кӗркунне ҫеҫ каялла тепре илнӗ.

«Лада» машинӑн водительне (руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ) тата салонти икӗ пассажира (вӗсенчен пӗри 4 ҫулти ача) больницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене киле янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaCFuHliBZc
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку эрнере канмалли кунсенче, шӑматкунпа вырсарникун, йӑлана кӗнӗ «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хула ҫыннисемпе хӑнисем фермер хуҫалӑхӗнче ӳстернӗ пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла туянма пултарӗҫ.

Кӑҫал ярмӑрккӑсем авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен кашни канмалли кун ӗҫлӗҫ. Шупашкар хулинче экологи тӗлӗшӗнчен таса пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырлана 4 вырӑнта туянма май пулӗ: «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, Эльгер урамӗнчи 11-мӗш ҫурт патӗнчи фермер речӗсенче, «Пехет» агромаркетра. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вара ял хуҫалӑх ярмӑрккисем 8 вырӑнта ӗҫлӗҫ.

Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ!

 

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи вӗрентекен Татьяна Тарасова «Раҫҫейри ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра тупӑшма кайнӑ. Ӑмӑрту Белгород хулинче иртет.

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта республика шайӗнчи конкурс пулнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫе 200 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пирӗн ентешӗн пӗрремӗш тӗрӗслев витӗр тухма тивӗ, вӑл – педагогран илнӗ интервью. Темиҫе кунран вара вырӑнти шкул ачисемпе уҫӑ урок ирттерӗ.

Экспертсем ӗҫне пысӑка хурса хакласан Татьяна Тарасовӑн финала Мускав хулине каймалла пулӗ. Финал унта авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.

Ентеше ӑнӑҫу сунатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pgnovchik
 

Раҫҫейре

РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫулсерен ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри 7 тухтӑр пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ.

«Чи лайӑх стоматолог» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкар хулин стоматологи поликлиникинчи Лилия Гафурова мала тухнӑ. Раҫҫейри чи лайӑх офтальмолог Республикӑри клиника офтальмологи пульницинчи Татьяна Николаева пулса тӑнӑ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче ӗҫлекен Надежда Серафимова чи лайӑх лаборант ятне тивӗҫнӗ.

Травматолог-ортопедсен йышӗнче Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи тухтӑр Игорь Ластухин иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Медицинӑра ҫӗнӗ направлени шухӑшласа кӑларнӑшӑн Андрей Дьячкова, Вера Ивановӑна тата Татьяна Винокура ятарлӑ премипе палӑртнӑ. Вӗсем инсульт пулнӑ пациентсене пулӑшмалли виҫӗ уровеньлӗ система хатӗрленӗ.

Раҫҫей конкурсӗнче мала тухнӑ тухтӑрсене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ, профессие парӑнса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.

 

Персона

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти Татьяна Шерне «Раҫҫей миссисӗ – 2026» конкурсра мала тухнӑ, пирӗн ентеше «Раҫҫейри Поэзи королеви» ятарлӑ титулпа палӑртнӑ.

Жюрие вӑл сӑвӑпа, хӑй ҫырнӑскерпе, тӗлӗнтернӗ. Татьяна Шерне «Пурнӑҫа таврӑннӑ хӗрарӑм» (выр. «Женщина, которая вернулась к жизни») сӑвва Куклачев ячӗллӗ театр сцени ҫинче вуланӑ.

Татьяна – икӗ ача амӑшӗ, поэтесса. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, вӑл хӑйне алла илес тесе нумай ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗ уҫма ӗмӗтленет.

Саламлатпӑр ентеше!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31021
 

Пӑтӑрмахсем
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ урамра ӳсӗр ҫывӑракан пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсионерка пенсин пӗр пайне кашни уйӑхрах пухса пынӑ. Ӑна вӑл банкра тытман, ялан ҫумра илсе ҫӳренӗ. Пухнӑ укҫапа вӑл хваттер юсас тенӗ.

Пӗр кунхине хӗрарӑм 250 тенкӗ укҫа, карас телефонӗ тата хутаҫри 235 пин тенкине илсе уҫӑлма тухнӑ. «Бистро» кафене кӗрсе икӗ черкке эрех ӗҫнӗ. Тахҫан та пӗрре ҫеҫ ӗҫет-мӗн те часах ӳсӗрӗлсе кайнӑ. Кафере паллакан хӗрарӑма курсан унпа ӗҫме тытӑннӑ, кайран мӗн пулса иртнине астумасть.

Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Ҫипуҫӗ вараланса пӗтнӗ пулнӑ, пичӗ суранланнӑ, телефонпа укҫа ҫумра пулман.

Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫакна палӑртнӑ. Пенсионерка каҫхи 2 сехетре «Турист» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне аптека тӗлӗнчи икӗ машина хушшинче персе аннӑ. Тепӗр сехетрен ӑна малтанхи пӗлӗш-хӗрарӑм тата икӗ арҫын асӑрханӑ. Хӗрарӑм укҫа хутаҫҫине кӗсьене илсе чикнӗ.

Ҫын укҫине илекенни судра ӗнентернӗ тӑрӑх, хутаҫра 30 пин ҫеҫ пулнӑ.

Малалла...

 

Хулара
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паянтан Шупашкарта ҫӗнӗ, 28-мӗш маршрут, ҫӳреме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та, ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрут Алькеш поселокне «Благовещенский» микрорайонпа ҫыхӑнтарнӑ.

«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ автоубуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ тесе шантарнӑ иккен. Анчах ҫула «Iveco Daily» микроавтоубссем тухнӑ. Унччен вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 101-мӗш маршрутпа хутланӑ. Ҫула кӑлариччен кӑвак тӗслӗ транспорта шурӑ тӗспе сӑрланӑ.

28-мӗш маршрут схеми ҫапларах: Ярославль урамӗ — Дзержинский урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Ленин проспекчӗ; Гагарин урамӗ — Калинин урамӗ — Мир проспекчӗ; Эгер бульварӗ — Розы Люксембург урамӗ.

 

Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта экскурси троллейбусӗ ҫула тухнӑ.

54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен пассажирсем ӗнер ҫула хаваслӑ та кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ. Асӑннӑ маршрутпа ларса тухнӑ вулавӑш ӗҫченӗсем хулари паллӑ вырӑнсем, ҫуртсем пирки каласа кӑтартнӑ. «Волжанка» клуб хастарӗсем патриотла юрӑсем шӑрантарнӑ. Вӗсем хӑйсен ятарлӑ репертуарне Ҫӗнӗ Шупашкара, Чӑваш Ене тата Раҫҫее халалланӑ юрӑсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем вара А. Корочкован Ҫӗнӗ Шупашкар ҫинчен ҫырнӑ сӑвввине илемлӗ вуланӑ.

Канмалли кун ҫула тухнӑ пассажирсене ҫакӑн пек хаваслӑ троллейбуса лекни пӗр енчен тӗлӗнтернӗ, тепӗр енчен савӑнтарнӑ. Мӗн тесен те кун пек чухне ҫул та кӗскелет, чун-чӗре те хавасланать, ҫӗннине те пӗлетӗн.

 

Культура

ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Гущин ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Пора на завод» сериалта тӗп рольсенчен пӗрне калӑпланӑ. Палӑртса хӑварар: ку сериала 16 ҫултан аслӑраххисем пӑхма пултараҫҫӗ.

Анатолий Гущин сериалта Танич рольне, тӗп героинӗн тӑванне, вылянӑ. Сериала курас килет-и? Вӑл экран ҫине тухиччен вӑхӑт нумаях юлман: ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре телевизор ҫутма ан манӑр.

Палӑртса хӑварар: Анатолий Гущин 1976 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — вырӑс, амӑшӗ – чӑваш. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Анатолий Гущин Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята ӑна 2024 ҫулта панӑ. Унӑн пӗрремӗш мӑшӑрӗнчен Елена Шешетинӑран ывӑл пур, иккӗмӗш арӑмӗнчен хӗр ҫуралнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/pgnovchik
 

Пӑтӑрмахсем

Паян халӑх тетелӗнчи тӗрлӗ пабликра Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромпа» ҫыхӑннӑ хӑрамалла хыпар сарӑлнӑ. Унччен ӑна суя аккаунтпа усӑ курса пӗлтернӗ, кайран Ҫӗнӗ Шупашкар хула админстрацийӗн пуҫлӑхӗн Александр Алексеевӑн суя аккаунтне те туса хунӑ.

Хула пуҫлӑхӗн администрацийӗ ячӗпе ҫырнинче паян ирхине предприятире инкек пулнӑ, лару-тӑрӑва хула администрациӗ тӗрӗслесе тӑрать тесе шӑрҫаланӑ, килти чӳречене хупса хума сӗннӗ.

Халӑха кун пек минретнипех лӑпланман, «Химпром» предприятин суя аккаунтне йӗркеленӗ. Унта та сиенлӗ япаласем сывлӑша лекни пирки хыпарланӑ.

Ҫав вӑхӑтрах МАХри «Первый чувашский» канал халӑх тетелӗнче чӑн хыпара ҫеҫ ӗненмелли пирки сӗнсе хыпарланӑ май Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн тата «Химпромӑн» официаллӑ аккаунчӗсене кӗрсе пӑхма сӗннӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 220
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 25

1919
107
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма акриси ҫуралнӑ.
1936
90
Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1948
78
Кошкин Станислав Константинович, чӑваш художникӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та